Хӗрлӗ Чутай районӗнчи __Утаркассипе__ __Мишеркасси__ ял халӑхӗ Ҫимӗк кунӗпе ял уявӗсене Шӗмешке вӑрманӗнче ирттерчӗҫ. Ӗлӗк, совет самани вӑхӑтӗнче, «Искра» хуҫалӑх панкрута тухиччен, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене вӗҫлесен яланах Шӗмешке вӑрманӗнче пухӑнса ӗҫпе юрӑ уявне йӗркелетчӗҫ. Малтанхи йӑла-йӗркесене чӗртсе тӑратас тесе ял тӑрӑхӗпе икӗ ял ҫыннисем самаях тӑрӑшнӑ. Вӑрманӗ те тирпейлӗ, сӗтелӗсем те янтӑ, пушартан сыхланас тесе шыв пички те хатӗр.
Шӗмешке вӑрманӗнче илемлӗ юрӑ-кӗвӗ янӑрани хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратрӗ, таврана шашлӑк шӑрши сарӑлчӗ. Ӗҫ вӑхӑтне пӑхмасӑрах вӑрмана халӑх йышлӑ пуҫтарӑнчӗ. Тӑвансемпе, юлташсемпе, Мишеркасси шкулӗнче пӗрле вӗреннисемпе, вӗрентекенсемпе чылай ҫул иртнӗ хыҫҫӑн курса калаҫни темрен те паха.
Уява район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Порфирьев уҫрӗ, ял уявӗпе, Ҫимӗк ячӗпе саламларӗ. Район шайӗнчи обществӑлла ӗҫсенче палӑрнисене райадминистрацин Хисеп хучӗсене пачӗ. __Пантьӑк ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Виталий Музяков уява ирттерме пулӑшнӑ ял ҫыннисене — Наталия Филиппована, Людмила Анчикована, Роза Седована, Михаил Храмова, вӑрӑм ӗмӗрлӗ кинемейсене — Утаркассинчи Евдокия Михатайкинана тата Мишеркассинчи Мария Сидорована, чи нумай выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен хушма хуҫалӑх хуҫисене — Утаркассинчи Зойӑпа Леонид Лукинсене, Мишеркассинчи Зойӑпа Николай Вазяковсене — Хисеп хучӗсем парса чысларӗ.
Уява Пантьӑк ял тӑрӑхӗн «Сӑр таппи» тата Йӗпреҫ районӗн «Эревет» фольклор ушкӑнӗсем хӑйсен юрри-ташшипе илем кӗртрӗҫ.
__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=599&id=58391|**Сӑнсем**__ (39)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |