Кашни ялӑн хӑйӗн историйӗ, хӑйӗн уявӗ. __Патӑрьел районӗнчи__ __Туҫа__ ялӗ нумай пурӑнакансемпе, ҫамрӑк ҫемьесемпе мухтанпа пултарать. Ҫамрӑксем кунта ӗҫлеҫҫӗ — сахаллӑн мар.
Нумаях пулмасть Туҫа ялӗ хӑйӗн уявне паллӑ тунӑ. Ӑна «Туҫари агрофирма» АХО председателӗ Геннадий Рубцов уҫнӑ, халӑха ӑнӑҫлӑ вӗҫленнӗ ака-сухапа саламланӑ. Хӑшӗ-пӗрине Хисеп грамотипе чысланӑ.
Туҫасене ҫавӑн пекех Патӑрьел район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Георгий Калинин, Туҫа шкулӗн директорӗ Петр Шашкин, ял старости Антонина Салмина, ЧР тава тивӗҫлӗ экономисчӗ Валерий Салмин саламланӑ.
Вырӑнти артистсем — Надежда Яковлева, Марина Михайлова, Надежда Осипова, Оля Виноградова юрӑ шӑрантарнӑ. «Шанчӑк» тата «Савӑнӑҫ» ташӑ ансамблӗсем ташланӑ. Концерт программине Алевтина Кузнецова библиотекарь ертсе пынӑ. Унтан уява чӑваш эстрада юрӑҫисем малалла тӑснӑ.
Уявра спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. Александр Пузырьников турӑх ӑшӗнчи тимӗр укҫана пӗрремӗш кӑларнӑ. Михӗпе чупса Оля Челякова тата Александр Волков ҫӗнтернӗ. Тапӑчкӑ ывӑтса Сергей Щербаков мала тухнӑ. Футбол ӑмӑртӑвне вара Туҫа тата Вӑтаел ялӗсен ушкӑнӗсем тухнӑ. Вӗсен тӗлпулӑвӗ туҫасем 3:2 шутпа ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2797899|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |