Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайӗ __/news/6071.html|ишӗлни пирки пӗлтернӗччӗ__. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ҫак ыйтӑва хускатнӑ.
Чӑваш Ен ҫак кӗпере ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен укҫа илме тӗллевленнӗ. Министр правительство ӑна пурнӑҫламашкӑн — Раҫҫейри транспорт тытӑмне аталантарас программӑна кӗрсе федераци хыснинчен укҫа уйӑрттармашкӑн — ҫине тӑрӗ.
«Эпир ҫӗнӗ кӗпер тӑвасшӑн. Ҫитес ҫул эпир ҫак программӑна кӗрессе шанатӑп. 2015 ҫулта кӗпере тума тытӑнасшӑн», — тенӗ министр. Вӑлах Мускав кӗперне Шупашкар — 550 ҫул, Чӑваш Ен — 100 ҫул тултарнине уявлассипе килӗшӳллӗн ҫӗнетме палӑртине аса илтернӗ.
Тӗрӗссипе, ӗнер кӗпер ҫинче пулнӑ пӑтӑрмах — пӗрремӗш хут мар. 2012 ҫулта ҫумӑр нумай ҫунӑран кӗпер айӗнчи тӑпра юхнӑ. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, Мускав кӗперне тӑтӑшах юсаҫҫӗ-ха, анчах 46 ҫул каялла тунӑскере юсани кӑна ҫителӗксӗр-мӗн. Ӑна тӗпрен ҫӗнетмелле иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |