Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче __Етӗрне районӗнчи__ __Шӑмат__ ялӗ уяв кӗрлеттернӗ. Халӑх Акуатуйра савӑннӑ. Шӑмат ҫыннисене саламлама Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин, унӑн ҫумӗ Владимир Семенов, районти депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Лариса Спасова, Сергей Малов, Петр Столяров, «Дружба» ЯХПК председателӗ Валерий Григорьев ҫитнӗ.
Уявра чи малтанах ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров тухса калаҫнӑ, пурне те ҫак кунпа саламласа сывлӑх суннӑ. Владимир Кузьмин ял тӑрӑхӗнчи чи хастар депутатсене — Лариса Уткинӑна, Клара Офариновӑна, Ирина Ильинана, Николай Михайлова, Юрий Давыдов старостӑна — Етӗрне район администрацийӗн грамотисене панӑ, Шӑматри ветерансен ҫуртӗнче нумай ҫул ӗҫленӗ Роза Ивановӑна, Зоя Филипповӑна, Мария Ефимовӑна социаллӑ ӗҫченсен кунӗпе саламланӑ, тав ҫырӑвӗпе чысланӑ.
Уявра юбилярсене саламлама та манман. Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ӳнер ушкӑнӗсем, «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗ сцена ҫинче халӑха савӑнтарнӑ. Чӑваш эстрада артисчӗсем Петр Садовников, Светлана Яковлева тата ыттисем юрӑсем шӑрантарнӑ.
Шӑмат ялӗн волейболисчӗсем 5 командӑпа выляса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Кире пуканӗ йӑтассинче Лев Афанасьев мала тухнӑ. Уявра каруҫҫель, аттракционсем ӗҫленӗ. Ачасем батут ҫинче сикнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=78&type=news&id=2798993|**Сӑнсем**__ (30)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |