Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӗртмен 9-мӗшӗнче 16:00 сехет тӗлне __Шупашкарти__ Пичет ҫурчӗ умне пушар машини, васкавлӑ медпулӑшу, кинологи служби, ҫул-йӗр патруль служби пырса чарӑннӑ. Пичет ҫуртӗнче ӗҫлекенсем ҫакна курсан мӗн пулнине тӳрех ӑнкарман. Ҫурта «бомба хунӑ» текен хыпар ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа сарӑлман та хӑшӗ-пӗри ҫав машинӑсем мӗн сӑлтавпа пухӑннине пӗрер сехетрен ҫеҫ пӗлнӗ.

Ҫынсене эвакуацилемен. Ара, бомба пирки шӑнкӑравласа пӗлтерекен ӑна хӑш пӳлӗме хунине те систернӗ. Унӑн, арҫыннӑн, сасси ӳсӗрӗнни пек пулнӑ теҫҫӗ. Кинолог ятарласа вӗрентнӗ йыттипе ҫав пӳлӗме тӗрӗсленӗ — нимӗн те тупайман. Пичет ҫуртӗнчи ҫынсем те малалла ӗҫленӗ — нимӗн пулман пекех.

Халӗ шӑнкӑравласа суя хыпар пӗлтернӗ арҫынна шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх, ӗҫ вырӑнтан тапраннӑ. Кунашкал тӗслӗх Раҫҫейре кӑна мар, Шупашкарта та тӑтӑшрах пулма тытӑнчӗ. Йӑлтах тӑрӑ шыв ҫине тухать. Халӗ ҫакӑн пек киревсӗр ӗҫ тӑвакансене тыттармалли явап та ӳснӗ-мӗн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи