Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ял тӑрӑхне кӗрекен __Исванкӑ__ ялӗн халӑхӗ ӗлӗкхи йӑлана тытса пыма тӑрӑшать. Ӑруран ӑрӑва куҫакан уявсене вӗсем тӑташах уявлаҫҫӗ.
Кӑҫал та ҫак ял халӑхӗ информаципе культура центрӗ умне пухӑнса ял сӑрине ирттернӗ, пӑтӑ пӗҫерсе ҫинӗ. Ватӑ ҫынсем чиркӗве кайнӑ, Турӑран тулӑх пурнӑҫ, тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстерме ҫумӑр, лайӑх ҫанталӑк ыйтнӑ, усал-тӗсел аякра ҫӳретӗр тесе кӗлӗ тунӑ. Вӗсемех уй-хире тухса парне панӑ, кӗлӗ тунӑ.
Ял-йыш сӗтел хушшине ларса пӗрле апатланнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=282&type=news&id=2789266|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |