Паян __Муркаш районӗнче__ Акатуй иртнӗ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Михаил Васильевич Муркашсене ака-суха вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ. Халӗ тӗп тӗллев — тухӑҫлӑ тыр-пул туса илесси. Вӑл Муркаш районӗ республикӑри лайӑх аталанакан муниципалитетсен йышӗнче пулнине палӑртнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, пӗчӗк тата вӑтам услам аталанни вара района пушшех малалла кайма, экономикӑна пысӑк услама илӗртме май парать. Ҫавна май халӑхӑн ӗҫ укҫи ӳсет, ӗҫ вырӑнӗсем пулаҫҫӗ.
Районти чи лайӑх ӗҫченсене патшалӑх наградисемпе чысланӑ. Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхне Ростислав Тимофеева ЧР Хисеп грамотипе чысланӑ. Унӑн ҫумне Лилия Тарасовӑна «ЧР хӑйтытӑмлӑх органӗнче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑпа чысланӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене амӑшӗн капиталне панӑ. Хӑш-пӗр кил-йыша 703 пин тенкӗлех социаллӑ тӳлев панӑ. Ку — пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн.
Михаил Игнатьев Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗн ҫӗнтернӳҫисене тата призерӗсене Вера Соколовӑна, Александр Яргунькина, Петр Трофимова ЧР гербне ӳкернӗ сехетсем панӑ. Ҫак спортсменсем — пурте Муркаш районӗнчен.
Асилтеретпӗр, паян Акатуя чылай районта уявларӗҫ — Вӑрмар, Вӑрнар, Елчӗк, Етӗрне, Куславкка, Муркаш, Патӑрьел, Ҫӗмӗрле, Тӑвай, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Шӑмӑршӑ, Элӗк районӗсенче. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗрте те паян иртнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=top&id=2799993|**Сӑнсем**__ (50)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |