Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче Аҫтӑрханра «Раҫҫей» экспедици старт илнӗ. Вӑл — хӑйне евӗр проект, рекордсен Гиннесс кӗнекине кӗме тӗллевленнӗ. Мӗнле? Вӗсем GPS-треккерлӑ автомобильсемпе ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳресе «Раҫҫей» сӑмаха пысӑккӑн ҫырасшӑн.
Автомобильсен колонни икӗ уйӑх ҫӳресе ҫӗршыв ҫӗрӗ ҫинче темиҫе ҫухрӑмлӑ сас паллисем ҫырӗ. Ҫулҫӳрев Аҫтӑрханран пуҫланнӑ та Владивостокра вӗҫленет. Ҫулҫӳревҫӗсем __Шупашкарта__ та чарӑнӗҫ.
Экспедицири пуҫлӑхӗ — паллӑ блогер тата ҫулҫӳревҫӗ Сергей Доля. Шупашкар ҫыннисем ӑна курма пултарӗҫ. Экспедицири Ян Ярмощук, Дмитрий Донсков, Анна Николаева Шупашкарпа ҫыхӑннӑ.
Экспедици Шупашкара ҫӗртмен 13-мӗшӗнче ҫитӗ. Ҫак кун 15:00-15:30 сехетре Хӗрлӗ тӳремре ҫынсем пухса Хула Чӗрине тӑвасшӑн. Прессӑпа тата блогерпа калаҫма май пулӗ. 16:00-19:00 сехетре Наци музейне кайӗҫ, унта «Флакон» дизайн савучӗпе «Креативлӑ Раҫҫей» тӗлпулу иртӗ. Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре экспедици хуларан тухса кайӗ, унта ЧР Элтеперӗ те пулӗ. 11:30 сехетре __Патӑрьел районӗнчи__ __Шӑнкӑртамра__ чарӑнӗҫ, Чӑваш Ен муфтийӗ Альбир Крганов патӗнче чей ӗҫӗҫ, пӗр-пӗрне сувенирсем парнелӗҫ, сӑн ӳкерӗнӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |