__Патӑрьел районӗнче__ те «Акатуя — Сабантуя» уявланӑ. Икӗ ҫак уява патӑрьелсем темиҫе ҫул каяллах пӗрлештернӗ. Кӑҫал вӑл «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра 63-мӗш хут иртнӗ.
Уява яланхилле сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Паллах, чи маттуррисене чысланӑ. Чи лайӑх хуҫалӑхсене, ӗҫченсене Хисеп хучӗсем панӑ. Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем тухнӑ. Кунта Эрӗнпур облаҫӗнчен, Красноярск хулинчен килнӗ. Чӗмпӗр облаҫӗнчен тата Тутарстанран та делегацисем ҫитнӗ.
Кӑнтӑрла ипподромра эстафета пуҫланнӑ. Лашасем тата вӗсен хуҫисем «Ылтӑн такан» кубока ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗ укҫа, ылтӑн такан тата така парнеленӗ. Йывӑр атлетикӑра, кире пуканӗ йӑтассинче, штанга йӑтассинче те тупӑшнӑ. Ҫавӑн пекех армрестлерсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, шашистсем, шахматсисем вӑй виҫнӗ.
Ярмӑрккӑра алӗҫ ӑстисен куравӗ те ӗҫленӗ. Вӗсен йышӗнче — __Патӑрьелти__ ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗн, РФ тат ЧР ӳнерҫисен союзӗн пайташӗ Мидхат Шакиров тата Светлана Кудрявцева тӗрӗҫӗ.
Районти 19 ял тӑрӑхӗ хӑйсен «картишне» кашнинех йыхравланӑ, ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ, купӑс каланӑ.
__http://www.cheboksary.ru/culturen/14062014/page33627.htm|**Сӑнсем**__ (10)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |