__Вӑрнар районӗнче__ халӑх Акатуя пухӑннӑ. Районти ял тӑрӑхӗсем йӑла-йӗркене кӑтартакан экспонатсене илсе килнӗ, хӑнасене килти сӑрапа, кукӑльпе, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе хӑналанӑ.
Акатуя савӑнӑҫлӑн паллӑ тунӑ. Сӑлтавӗ те пур. Вӑрнарсем ака-сухана вӑхӑтра вӗҫленӗ. Акмалли лаптӑка та пысӑклатнӑ. Район уявне ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов килнӗ. Вӑл Вӑрнар районӗнче ял хуҫалӑхӗ те, промышленноҫ та аталаннине палӑртнӑ.
Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхне Леонид Николаева Хисеп грамотипе чысланӑ. «Санары» агрофирма трактористне Владимир Крипчакова «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ят панӑ. Владимир Матвеев «ЧР ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ.
Фермер хуҫалӑхне аталантармашкӑн Владимир Балыков, Алевтина Иванова, Григорий Лукин гранта тивӗҫнӗ. Аш-какай комбиначӗн инженерӗ Эдуард Зайцев, «Мураты» ЯХПК тракторисчӗ Борис Шариков, фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Фадеев пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмашкӑн социаллӑ тӳлев илнӗ.
Уява __Вӑрнар районӗн__ «Туслӑх» ентешлӗхӗ те килнӗ. Спортсменсем тӗрлӗ ӑмӑртура вӑй виҫнӗ. Кӗрешӳҫӗсем тӗп парнене ҫӗнсе илессишӗн талпӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫе така парнеленӗ.
Пӗрехекен ӗпхӳ халаха уявра савӑнма чӑрмантарман. Ара, халӑх ҫумӑра тахҫантанпах кӗтнӗ-ҫке. Ҫумӑр акнӑ-лартнӑ уйсене шӑварать. Эппин, тыр-пул тухӑҫлӑ пулатех.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=59&type=news&id=2800003|**Сӑнсем**__ (162)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |