Районти __Акатуя__ ирттернӗ май элӗксем ял тӑрӑхӗсен хушшинче «Элӗк ҫӗрӗн ӑстисем» районти конкурс ирттернӗ. Унта хутшӑннисен халӑх йӑли-йӗркине, пурнӑҫне сӑнлакан япаласен куравне хатӗрлеме тивнӗ. Темисене ҫапларах палӑртнӑ: «Ҫутҫанталӑк япалисенчен (ҫӳҫерен, хурӑн хуппинчен, улӑмран тата ыттинчен) ӑсталанӑ япаласем», «Тӗрлесси, тӗртесси, шӑрҫаран эрешлесси», «Милӗк ҫыхасси», «Асанне арчинчен», «Чӑвашсен туй йӑли-йӗрки (юррисем, йӑли-йӗрки, ҫи-пуҫӗ)», «Халӑх пуканисем», «Картинӑсемпе панносем», «Пыл хурчӗ тытасси», «Чӑваш халӑх ҫи-пуҫӗ», «Йывӑҫран касса эрешлесси» тата ытти.
Ял тӑрӑхӗсем курава тӑратнӑ япаласем хушшинче тӑван халӑхӑмӑрӑн ӗҫми-ҫими те пулнӑ, хуплу, шӑрттан,чӑкӑт, хуран кукли, ҫӳхӳ, шӳрпе, сӑра...
Гран-прие __Ехремкасси__ ял тӑрӑхӗ ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш вырӑнсене __Мӑн Вылӑ__, __Питӗшкасси__, __Ураскилт__, __Тенеяль__ ял тӑрӑхӗсем тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — __Йӑлкӑш__, __Крымсарайкӑ__, __Чӑваш Сурӑм__, __Юнтапа__. __Тавӑтпа__ __Шӗмшеше__ виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫ тесе палӑртнӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, никама та кӳрентермен — пурне те вырӑн парса тухнӑ. Элӗк ял тӑрӑхӗн куравне куракансене килӗшни тесе хакланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |