Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, __Ҫеҫпӗл Мишши__ сарӑмсӑр вилнӗренпе 92 ҫул ҫитрӗ. Паллӑ сӑвӑҫа аса илме тата асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем паян унӑн палӑкӗ умне пухӑнчӗҫ.
Пуханнисен йышӗнче культура министерствинче тӑрӑшакан Казаков Сергей Димитриевич, Чӑваш наци конгресӗн Президиумӗн пайташӗ, этнополитолог Краснов Михаил Николаевич, Раҫҫей Президенчӗн Чӑваш Енри шаннӑ ҫынни, Чӑваш халӑх сӑвӑҫи __Валерий Туркай__, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музейӗн ертӳҫи Антонина Андреева тата ыттисем пурччӗ.
Пухӑва Валерий Туркай ертсе пычӗ. Владимир Путинӑн шаннӑ ҫынни пулнӑран пулӗ митинга вӑл политика енне ҫавӑрса ячӗ. Сцена ҫинче Ҫеҫпӗл Мишши пирки мар, ытларах Украина политики пирки калаҫу пулчӗ. Ку хӑшӗ-пӗрин кӑмӑлне хуҫре пулас — паллӑ чӑваш сӑвӑҫне сума суса килнӗ темиҫе чӑваш ҫапла май чечек хунине кӗтмесӗрех пухӑва пӑрахса кайрӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |