Ҫулсерен пуҫтарӑнакан «Хавал» уйлӑхӗн, вӑл утӑ уйӑхӗнче иртӗ, кӑҫалхи хӑни паллӑ чӗлхеҫӗ тата общество ӗҫченӗ __Атнер Хусанкай__ пулӗ. Аса илтеретпӗр, унта чӑваш чӗлхине вӗрентес тӗллев лартаҫҫӗ. Хальхинче лагерҫӗсем утӑ уйӑхӗн 6–13-мӗшӗсенче __Етӗрне районӗнче__ вырнаҫнӑ «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче иртӗ. Чӑваш чӗлхине вӗреннисӗр пуҫне программӑна лекцисем, спорт мероприятийӗсем, экскурсисем, ӑсталӑха алла илмелли самантсене кӗртнӗ.
Атнер Хусанкай — 1980 ҫулӗсен вӗҫӗнчи — 1990 ҫулӗсен пуҫламӑшӗнчи наци юхӑмӗн ертӳҫи. Вӑл __Чӑваш наци конгресӗн__ пӗрремӗш ертӳҫи пулнӑ, хӑй вӑхӑтӗнче йӗркеленнӗ «Чӑваш наци аталанӑвӗн партине» ертсе пынӑ. 1991 тата 1993 ҫулсенче вӑл хӑй кандидатурине Чӑваш Республикин Элтеперӗ пулма суйлава кӑларнӑ. Пӗрремӗш хутӗнче уншӑн суйлавҫӑсен 46 проценчӗ сасӑланӑ.
Хусанкая чӑваш филологийӗн, культурологийӗн тата ӳнер пӗлӗвӗн специалисчӗ евӗр пӗлеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |