Ӗнер, ҫӗртмен 15-мӗшӗнче, Мускаври чӑваш наципе культура автономине йӗркелекенсенчен пӗри Анатолий Иванович Иванов вӑхӑтсӑр вилсе кайнӑ.
Анатолий Иванович __Элӗк районӗнчи__ __Кӗҫӗн Тӑван__ ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ шкул директорӗ пулнӑ, ҫемьере вӗсем пиллӗкӗн ӳснӗ. Анатолий Иванович театр тӗпчевӗн факльтечӗн менеджмент пайӗнче пӗлӳ пухнӑ. Вӗренсе пӗтерсен Мускав хулин культура управленийӗн театр пайӗнче инспектор пулса ӗҫленӗ. Хӑш спектакле кӑтармаллине суйланӑ. Анатолий Иванович Мускаври чӑвашсен наципе культура автонимине йӗркеленӗ ҫӗре хутшӑннӑ, 2000–2005 ҫулсенче сопредседатель пулнӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл «Gold Music» телерадиокомпанийӗн тата концертсемпе фестивальсен наци дирекцийӗн (NDfest) тӗп директорӗ пулса ӗҫленӗ.
Анатолий Ивановичпа ыран 12 сехетре Хован ҫӑвинчи крематоринче сывпуллашӗҫ. Пытарма вара Чӑваш Ене, тӑван ялне илсе кайӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |