Ӗнер __Шупашкарти__ кӳлмекре чӑваш тата инди фильмӗнче ӳкерӗнмешкӗн хӗрсене суйланӑ. Кастинга 4 хӗр килнӗ. Пурте — сарӑ ҫӳҫлӗскерсем. Бобби Бачан режиссер каланӑ тӑрӑх, фильмри тӗп сӑнара Шупашкарти сарӑ ҫӳҫлӗ хӗре калӑпламалла.
«Плата за любовь» фильм сценарийӗ тӑрӑх, тӗп сӑнар Индире каччӑпа паллашать, ӑна Шупашкара хӑнана чӗнет. Лешӗ, хӗре килӗштернӗскер, Чӑваш Ене ҫул тытать. Кунта вара ӑна чылай пӑтӑрмах кӗтет.
Акӑ кастинга Алена Иванова (25 ҫулта) килнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл пӗрремӗш кастинга пырайман. Иккӗмӗшӗ валли вара тӗплӗн хатӗрленнӗ. Унччен вӑл социаллӑ роликсенче ӳкерӗннӗ. Халӗ хӑйне ҫӗнӗ рольте тӗрӗслесшӗн.
Ирина Антонова кастинга __Елчӗк районӗнчен__ килнӗ. Вӑл актер курсне те пӗтернӗ-мӗн.
Фильмра ытти сӑнар та пулӗ. Вӗсене те Шупашкартах суйлӗҫ. Тӗп сӑнарӑн — сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрӗн — ашшӗ-амӑшӗн, юлташӗсен ролӗсене те калӑпламалла-ҫке. Бобби Бачан пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юлашки кастинг мар-ха. Ҫитес вӑхӑтра иккӗмӗш тур иртӗ. Кинолентӑна хатӗрлекенсем фильм тӗнче прокатне тухасса шантараҫҫӗ те…
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |