__Вӑрмар районӗнче__ Акатуя кӑҫал 61-мӗш хут паллӑ тунӑ. Вӑрмарти тӗп стадионта ир-ирех халӑх хӗвӗшме тытӑннӑ. Ачасем аслисемпе танах ял хуҫалӑх техникин куравӗпе кӑсӑкланса паллашнӑ.
Кӑнтӑрлахи 11 сехетре уява уҫнӑ. Гимн юрланӑ май Чӑваш Ен Ялавӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. Ӑна кӑҫӑл ҫӗклеме Геннадий Ямуков фермер хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен Владимир Николаев тракторист тивӗҫнӗ.
Юрий Власов тракториста, Сергей Сидоров рабочие, Тамар Кириллова оператора ял хуҫалӑх производствинче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Хисеп грамотипе чысланӑ.
__Чупай ял тӑрӑхӗ__ «Чӑваш Енри чи хатлӑ ял тӑрӑхӗ» конкурсра 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗшӗн ЧР Министрсен Кабинечӗн Дипломне тивӗҫнӗ. __Вӑрмар ял тӑрӑхӗ__ вара ҫак конкурсра 2-мӗш вырӑна тухнӑшӑн ҫак хисепе илнӗ.
__Ичеснер Атайкасси__ ялӗнче пурӑнакан Светлана Захаровӑна «Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни» ята панӑ. Вӑл — ҫӑмӑл атлетика енӗпе РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Афинӑра — 2004 ҫулта, Пекинра — 2008 ҫулта иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ. Ҫак ятах __Энӗшпуҫ__ ялӗнчи Василий Нягин тивӗҫнӗ. Вӑл — Паттӑрлӑх орденӗн икӗ хут кавалерӗ. __Шӑплат__ ялӗнчи Валерьян Петров та «Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни» пулса тӑнӑ.
Сцена ҫинче концерт янӑранӑ вӑхӑтра теприсем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Шашка, шахмат, армспорт, футбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика енӗсемпе тупӑшнӑ, вӗрен туртнӑ, кире пуканӗ йӑтнӑ.
Уяв 22:30 сехетре салютпа вӗҫленнӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=73&type=news&id=2800000|**Сӑнсем**__ (335)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |