__Пӑрачкав районӗ__ Раҫҫей кунӗпе пӗрлех __Акатуя__ та уявланӑ. Лапамра алӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ, ял апат-ҫимӗҫӗн шӑрши таврана сарӑлнӑ. Пӑрачкав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ентешӗсене ҫурхи ӗҫсем вӗҫленнӗ ятпа саламланӑ.
ЧР юстици министрӗ Надежда Прокопьева маттуррисене чысланӑ. Николай Гущин тракторист «ЧР тава тивӗҫлӗ механизаторӗ» ята тивӗҫнӗ. Вера Быкова, Александр Барыкин ЧР Элтеперӗн тав сӑмахне тивӗҫнӗ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев, Наталья Масеева ЧР Юстици министерствин грамотине илнӗ.
Мария Васильева доярка, Ольга Киреева ферма заведующийӗ ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине тивӗҫнӗ.
Вера Болотина, Татьяна Пиняева ЧР Культура министерствин Хисеп грамотине илнӗ. Уявра ял хуҫалӑхне аталантармашкӑн Елена Васильева тата Александр Васильев, Александр Ермаков гранта тивӗҫнӗ.
Унтан Акатуйра концерт пулнӑ. Унта Шупашкартан килнӗ «Родничок» халӑх ансамблӗ те халӑха савӑнтарнӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=72&type=news&id=2799995|**Сӑнсем**__ (87)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |