Ку информацие Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин журналистсене пӗлтернӗ. «Паян китайсем апат-ҫимӗҫпе хӑйсене тивӗҫтереймеҫҫӗ. Республикӑра ирӗклӗ выртакан ҫӗр лаптӑкӗсем пур. Эпир выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси тата пахча-ҫимӗҫ ӳстересси енпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗсене Китая пӑхса тухса тишкерме патӑмӑр. Кунсӑр пуҫне эпир вӑрман хуҫалӑхӗ енӗпе проектсем хатӗрлерӗмӗр. Пирӗн вара вӑрман хуҫалӑхне тара пама май пур», — тенӗ вӑл. Ҫавӑн пекех лифт хуҫалӑхӗ енӗпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн.
Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, китайсем ҫул тӑвассипе ӗҫлес шухӑшлӑ. Сӑмахран, Шупашкарти Мускав кӗперне юсама. Министр китайсемпе калаҫса татӑлма хайхисен «пачах расна философи, тӗнче курӑм» пулнипе те ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ.
Раҫҫейпе Китай килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫланӑ. Регионсен ертӳҫисем ун чух Китайра пулнӑ, кайран унтисем килсе курнӑ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче суту-илӳпе экономика тата гуманитари енӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӗве алӑ пуснӑ. Чӑваш Енпе, сӑмахран, Аньхой провинци ҫыхӑну тытас шухӑшлӑ. Пирӗн патра китайсем автокомпонентсен производствине уҫас, биотехнологи проекчӗсене аталантарас кӑмӑллӑ. Аграри паркӗпе аэропорт хуҫалӑхне аталантарас ыйтусене хускатнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |