Ҫывӑх вӑхӑтра __Шупашкарти__ Иван Яковлев проспектӗнчи тротуарсене туса пӗтермелле. Ҫак ӗҫпе пӗрлех ҫулпа юнашар территорие хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Иртен-ҫӳрен Иван Яковлев урамӗпе Мир проспекчӗ пӗрлешнӗ вырӑнти ҫул ункине чечексем лартнине асӑрхарех пулӗ. Ӑна епле тӑвассине хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков вырӑна тухса ирттернӗ канашлурах сӳтсе явса ҫирӗплетнӗ иккен. Пичет ҫуртне хирӗҫ уҫнӑ Журналистсен скверӗнче ача-пӑча валли вылямалли хула вырнаҫтарма палӑртнӑ.
Кунсӑр пуҫне Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ пӗрлешекен ҫул хӗресне те сармалла. Ҫӗр айӗпе сарнӑ шыв тата ӑшӑ пӑрӑхӗсене урӑх вырӑна куҫарнӑ, ҫула анлӑлатма май тунӑ.
Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче ҫул тӑвакансем Гагарин тата Петров урамӗсем пӗрлешекен ҫула урӑхлатма тытӑнӗҫ. Ӗҫе пурнӑҫласан Гагарин кӗперӗнчен Петров урамне светофорта лармасӑрах машинӑсем пӑрӑнайӗҫ.
Эгер бульварӗпе Ленинла комсомол урамӗсем тата Эгер бульварӗпе Мир проспекчӗ пӗрлешекен ҫул хӗресӗсене те юсаса ҫӗнетмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |