Республикӑра ун пеккисем те пур иккен. HeadHunter текен тӗпчев компанийӗ Чӑваш Енри тӗлӗнтермӗш профессисене тишкернӗ. Ҫавсен шутне фотокӗнекесене пухакана, чак-чак технологне, пулӑ тирпейлекене тата шухӑш-кӑмӑла пухакан специалиста кӗртнӗ.
Фотокӗнеке пухакан ӑстан тирпейлӗ пулмалла, пулӑ тирпейлес текене вара медицина кӗнеки кирлӗ. Кунта сӑмах претендентсене суйланӑ чух тӗпе хуракан критерисем пирки пырать. Камӑн мӗн ӗҫ тумалли пирки каласан, чак-чак технологӗн технологи виҫине хатӗрлемелле, чак-чак производстви валли схемӑпа карттӑ туса хатӗрлесси те ҫав ҫын яваплӑхӗ шутланать. Ҫынсене шухӑш-кӑмӑлне пухаканӑн компани кӳрекен пулӑшу пирки клиентсем мӗн каланине тӗпчемелле.
Камӑн ӑҫта тар тӑкмалли пирки каласан, фотокӗнеке пухаканӑн Шупашкарти офисра 10 сехетрен тытӑнса кӑнтӑрла иртни 4-ччен ӗҫлемелле. Чак-чак технологӗн Ростов облаҫӗнчи Азов хулине тухса кайма тивӗ. Ӑна унта пурӑнмалли кӗтес тара илсе тӑкакланнине компани саплаштарӗ. Ҫул укҫине те ӗҫпе тивӗҫтерекен хӑй тӳлӗ. Пулӑ тирпейлекенӗн вара ҫичӗ юта тухса каймалла мар: __Шупашкарта__ ӗҫлемелле. Виҫ кун тар тӑкнӑ хыҫҫӑн тепӗр виҫ кун кантараҫҫӗ. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлекенӗн малтанласа икӗ эрне хушши вӗренмелле. Хайхи ҫын кайран килте ӗҫлесе ларӗ. Анчах кунӗпех — сакӑр сехет хушши. Канмалли кунсем те пулӗҫ. Ку вакансие сусӑрсене шанаҫҫӗ.
Шалӑвӗ ӗҫне кура тӗрлӗрен. Ҫынсен шухӑш-кӑмӑлӗпе кӑсӑкланакана пӗр ыйтӑмшӑн 22 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Кунне ун 50-ран кая мар ыйтмалла. Фотокӗнеке пухакана кунне 300 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Пулӑ тирпейлекене уйӑхне 18 пин тенкӗ тӳлеме шантараҫҫӗ. Чак-чак ӑстине мӗн чухлӗ лекессине пӗлтермен иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |