__Вӑрнар__ поселокӗнче ҫӗнӗ хӑна ҫурчӗ уҫӑлнӑ. 30 вырӑнлӑх хӑна ҫурчӗ 13 номертен тӑрать. Вӑл унти А. Иванов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Хӑна ҫуртне уҫнине вырӑнти тӳре-шара хӑна ҫурчӗсем пулманнин ҫивӗч ыйтӑвне татни вырӑнне хурса хаклаҫҫӗ. Ҫак шухӑша район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарта палӑртса хӑварнӑ. Маларах муниципалитетӑн хӑна ҫурчӗ пулнӑ иккен-ха, анчах ӑна хупнӑ хыҫҫӑн командировкӑна килекенсене тата хӑнасене ниҫта вырнаҫтарма аптӑранӑ-мӗн.
Вӑрнар поселокӗнче, Ленин урамӗнче, те кӑштахран тепӗр хӑна ҫурчӗ хута ямалла. Вӑл «Бумеранг» текен кану базин территорийӗнче пулмалла иккен. Унта пурӗ 6 номер пулӗ. Ҫавӑнта ним мар 26 ҫын вырнаҫӗ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх хӑна ҫуртне ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче уҫасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |