__Комсомольски районӗнчи__ __Кӗҫӗн Каҫалта__ пурӑнакан Зоя Николаевнӑпа Павел Григорьевич Маринсем патне иртнӗ уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Новоазовск хулинчен тӑванӗ, Екатерина Куциных, пӗчӗк ывӑлӗпе килнӗ. Чӑваш Ене хӑнана мар, хỹтлӗх шыраса ҫитнӗ вӗсем тесе хыпралать асӑнна район администрацийӗ.
— Ачашӑн питӗ чун хӑрать, автомат сассине илтсессӗнех чӗре ҫурӑлатех пулӗ тетӗп, — илтӗннӗ пӗррехинче телефонран. Калаҫаканӗ Павел Григорьевичпа пӗр тӑванӗн хӗрӗ Катя пулнӑ. «Нимӗн шутламасӑр хамӑр пата пурӑнма чӗнтӗм», — каласа панӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗ. Ҫапла вара Маринсен ҫемйинче йыш хушӑнать, халӗ вӗсем иккӗн мар, тӑваттӑн пурӑнаҫҫӗ.
Вӑхӑтӗнче Марин-кӗҫӗнни Тӗмен облаҫӗнче пурӑннӑ, Катя та унтах кун ҫути курнӑ. Шӑпа пỹрнипе ҫемье Украина тӑрӑхӗнче тӗпленет.
— Ҫирӗм ҫул ытла пурӑнтӑмӑр эпир Украинӑра. Катьӑн ашшӗ Николай Григорьевич стройка енӗпе ӗҫленӗ, хӑй вӑл инженер-строитель пулас ӗмӗтпе Донецк хулине ҫул тытать. Вӗреннӗ чухне Володя ятлӑ йӗкӗтпе пӗрлешсе ҫемье чӑмӑртаҫҫӗ. Хаяр самана пуҫланиччен Екатерина Николаевна Донбасс хулинчи пӗр предприятире юратнӑ ӗҫре тӑрӑшнӑ, савнӑ мӑшӑрӗ те юнашарах пулнӑ. Вӗсен пӗчӗк тӗпренчӗкӗ шкула ҫỹренӗ. 36-ри Катьӑн упӑшки, 40-ри арҫын, Донбасс хулинчи халӑх хỹтӗлевне кӗрет-мӗн. Ҫавна пӗлсен ҫӗнӗ влаҫ ҫемьене хӑратма тытӑнать имӗш.
Украинӑри лару-тӑру лӑпланиччен Катя Чӑваш Енрех пурӑнасшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |