Чӗмпӗр облаҫӗнчи __Ҫӗнӗ Упи__ ялӗнче нумай пулмасть чӑвашсен авалхи йӑла уявне — __Хӑят__ уявне — ирттернӗ. Кун пирки пире Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Николай Кирюшинпа Тимӗр Лашман пӗлтерчӗҫ.
Хӑят йӑлина ҫӗнӗрен чӗртсе яма шухӑшланӑ ҫынсем Упи ял тарӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ярухин тата ҫав ялта ҫуралса паян Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан хастар таврапӗлӳҫӗ Владимир Ярухин иккен. Кӑҫал вӗсем халӑха ҫак уява иккӗмӗш хут пухрӗҫ.
Уява пуҫлас умӗн Ҫӗнӗ Упи халӑхӗ ялти кивӗ шкул ҫурчӗпе сывпуллашнӑ — кӑҫал вӗренӳ ҫӗнӗрен хӑпартнине куҫмалла иккен. Вырӑнти тӳре-шара кивӗ ҫурта сӳтме тӗв тунӑ пулать, ҫавӑнпа та халӑх кивӗ шкулпа сывпуллашса юлашки экскурсире пулнӑ.
Унтан халӑх ял пуҫланса кайнӑ вырӑна — Ҫут вырӑнне — пухӑннӑ. Кунта ҫӗнуписем 5 метр ҫӳллӗш юпа лартнӑ. Кӗлӗ Владимир Ярухин вуланӑ. Вӑл яла пуҫласа яракансенчен хӳтлӗх ыйтнӑ — яла сыхлама, выльӑх-чӗрлӗхе, ҫурт-йӗре, хурӑнташ-ӑрусене.
Уй-хир пуҫне тухса __Ҫерҫи чӳкне__ ирттернӗ. Кӑҫал ҫерҫи вырӑнне шурӑ кӑвакарчӑнпа усӑ курнӑ — ӑна тип ҫупа сӗрсе вӗҫтерсе янӑ. Вӗҫенкайӑк хӗвелтухӑҫнелле вӗҫсе кайнӑ тет. Ку халӑха савӑнтарнӑ — вӑл енне вӗҫни кӑҫал тыр-пул ӑнӑҫлӑ пулассине пӗлтерет-мӗн.
Малалла халӑх Тӑрӑнвар юханшывӗ хӗрринче ӳсекен йывӑҫ турачӗ ҫине «ӗмӗт кантрине» ҫыхнӑ. Кӗлӗ вуланӑ хыҫҫӑн качча кайман хӗрсене шурӑ кӑвакарчӑнсем панӑ. Вӗсем вара хӑйсен ӗмӗчӗсене, шухӑшӗсене каласа кӑвакарчӑнсене вӗҫтерсе янӑ.
Каярахпа ваттисене асӑнса апат ҫинӗ. Йӑхташӑмӗсен ячӗпе шурӑ така пусса пӗҫернӗ пӑтта кашниех тутанса курнӑ. Унтан ялти чи сумлӑ ватӑсем картана тарса чӑваш юррисене юрланӑ. Ҫамрӑксем те ахаль тӑман — сӑвӑ каланӑ, вӑйӑ вылянӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |