ЧР ШӖМӗ тетелте авиабилет сутакан ултавҫӑсем нумайланнине пӗлтерет.
Ав __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ полицие 26-ри хӗрарӑм пынӑ. Хайхискер тетел урлӑ Владивостока вӗҫмешкӗн билет саккас тунӑ-мӗн. Ҫавна май вӑл 16 пин тенкӗ куҫарнӑ. Каҫ кӳлӗм ӑна электрон билет ярса памалла пулнӑ та… Кӗтсе илеймен.
Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм саккас тунӑ авиакомпание шӑнкӑравланӑ. Унта унӑн ячӗпе билет туянни палӑрман иккен. Саккас тунӑ, укҫа тӳленӗ сайт та хупӑннӑ. Укҫана Мускаври пӗр банкоматран илни палӑрнӑ. Наталья Платонова аслӑ следователь каланӑ тӑрӑх, кунашкал ултав — пӗрремӗш хут мар. Тепӗр хулара пурӑнакан хӗрарӑм та авиабилет саккас туса укҫасӑр тӑрса юлнӑ-мӗн.
ЧР ШӖМӗ асӑрхануллӑ пулма ыйтать. Билет йӳнӗ пулни сисчӗвлентермеллех. Хака ытти агентствӑпа танлаштармалла. Тетелти сайт хӑҫан уҫӑлнине тӗпчемелле. Укҫана тӳлев тытӑмӗ урлӑ карттӑ ҫине куҫарма ыйтрӗҫ-тӗк — сисчӗвленмелле!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |