__Ҫӗрпӳри__ районти тӗп пульницӑра ӗҫ сыхлавне, медицина япалисемпе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлама районӑн тӗп тухтӑрӗн Ольга Ермакован хушӑвӗпе яваплӑ ҫынна ҫирӗплетнӗ.
Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче комисси участокри пульницӑсене ҫитсе пахаланӑ. Ӑҫта епле лару-тӑру иккенне тӗрӗслев карттине ҫырса пынӑ. Комисси ӗҫ сыхлавне епле пӑхӑннине хакланӑ. Медицина хатӗрӗсемпе епле усӑ курнипе, кирлӗ маррисене ӑҫта янипе те вӗсем кӑсӑкланнӑ. Эмел упранакан пӳлӗмсене те вӗсем кӗрсе тухнӑ. Епле кӑлтӑк тупса палӑртнине район администрацийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ хыпарта шарламан. Ҫапах та асӑрхаттармасӑрах пулман-тӑр. Кун пек тӗрӗслеве район пульници тӑтӑшах йӗркелет иккен.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=74&type=news&id=2802807|**Сӑнсем**__ (11)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |