Китайри Гуйчжоу провинцийӗн юрӑпа ташӑ коллективӗ ыран __Муркаш районӗнчи__ __Мӑн Сӗнтӗрте__ тӳлевсӗр концерт кӑтартӗҫ.
Гуйчжоу провинцийӗ нумай нациллӗ. Унта авалтанпах 18 халӑх ҫынни пурӑнать. Ҫавна май юрӑпа ташӑ коллективӗ унти халӑхсен: мао, тун, буи, и, гэлао тата ыттисен — йӑли-йӗркине кӑтартакан программӑсем йӗркелет.
Китайсен асӑннӑ коллективӗ 166 актертан тӑрать иккен. Вӗсенчен 23-шӗ пӗрремӗш (ҫапла-ҫапла) патшалӑх шайӗнче ӗҫлет-мӗн. 80-шӗ — иккӗмӗш патшалӑх шайӗнче. Ушкӑн 40 ытла ҫӗршывра пулса хӑйӗн пулатрулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. __Шупашкара__ вӑл Халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале килет. Ҫавна май ыран Мӑн Сӗнтӗрте концерт кӑтартать. Вӑл каҫхи ултӑ сехетре пуҫланать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |