__Шупашкарти__ йӑлари хытӑ каяша турттаракан предприятисенчен пӗри 15,5 миллион тенкӗпе «BOMAG» маркӑллӑ пусӑрӑнтаракан каток туяннӑ. Республика кунӗнче ҫӗннине хута яма, кӑтартма тӑрӑшни йӑлана кӗнӗ пулӑм та, ку катока та ҫак вӑхӑталла ӗҫлеттерме тытӑннӑ. Каток епле ӗҫленине тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата тӗрлӗ хуларан кисле ҫитнӗ хӑнасем __Питтукасси__ ҫӳп-ҫап вырӑнне ҫитсех пӑхнӑ.
Катока пахалама пынӑ йышра Чӑваш Енӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен министрӗ Иван Исаев, Шупашкар хула администарцийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата ыттисем пулнӑ. Ют регионсенчен килнисен хушшинче республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Чӗмпӗр, Хусан, Пенза, Йошкар-Ола, Чулхула, Магнитогорск хулисене асӑннӑ.
Ҫӗнӗ каток ӗҫе ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ иккен. Ӑна туяннӑ предприяти, «Спецавтохозяйство» общество, хуҫи Юрий Малов тинтерех туяннӑ ҫав техника ҫӳп-ҫап шайне 7 хута яхӑн пусӑрӑнтараяссине ӗнентернӗ. Ҫакӑ ҫулӑм тухасран та аван иккен. Йӑлари каяшсем ҫӗрсе выртнӑ май метан тухать, вӑл ним мар хыпса каяйрать.
Машина ытти бульдозерпа танлаштарсан самай йывӑр иккен. Вӑл 37 тонна ытла таять. Каток компьютер джостикӗ евӗр рычагпа ӗҫлет. Хальхи йышши техникӑри евӗрех кабинӑра кондиционер та пур, чӳречисем лайӑх хупӑннине кура кабинӑна тусан та кӗмест, шӑршӑ те лекмест.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |