Нумаях пулмасть __Вӑрнар районӗнчи__ __Юпшик Ялтӑра__ халӑхӗ ял уявне паллӑ тунӑ. Ӑна уявламашкӑн ҫынсем пурте пӗрле хатӗрленнӗ, сцена ӑсталанӑ, лапама илем кӗртнӗ.
Уява __Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Олег Петров уҫнӑ. Праҫнике Валентина Флегантова тата Елена Владимирова ертсе пынӑ. Уявра кӑҫалхи юбилярсен грамотӑпа чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Любовь Африканова, Елена Иванова, Ираида Осипова, Валентина Исакова, Любовь Иванова, Маргарита Макарова. Ольга Африкановӑна вара 90 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ.
Уява Вӑрнарти культура ҫурчӗн артисчӗсене чӗннӗ. Вӗсем ял халӑхне юрӑ шӑрантарса, ташӑ ташласа савӑк кӑмал парнеленӗ, шӳтсем каланӑ, вӑйӑсем выляттарнӑ.
Ял халахӗ те концерта хастар хутшӑннӑ. 86-ри Татьяна Флегантова тата 82 ҫулти Зинаида Софронова хӑйсем ҫырнӑ сӑввисене вуланӑ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ.
Венера Владимировӑпа Земфира Африканова шӳрпе пӗҫернӗ. Халӑх чылайччен саланман, тепӗр ҫул та ҫакнашкал уяв йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=310&type=news&id=2797549|**Сӑнсем**__ (11)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |