Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче __Шупашкар районне__ Пушкӑртстанри делегаци килсе ҫитнӗ. Вӗсем валли ятарласа «Бичурин тата хальхи самана» музейре экскурси йӗркеленӗ. Ҫак музейре ҫӗршывӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗнчен килнӗ хӑнасем час-часах пулаҫҫӗ.
Пушкӑртстанпа Чӑваш Ен тахҫантапах туслӑ пурӑнать. Пушкӑрт Республики Чӑваш Енпе экономикӑри, сут-илӳри чылай тытӑмра ҫыхӑнса ӗҫлет. Кӳршӗ республикӑра 120 яхӑн чӑваш пурӑнать. Унти чӑваш диаспори — Раҫҫейре нумай йышлисенчен пӗри.
Сӑмах май, 1994 ҫулта икӗ республика килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ку историри ҫӗнӗ страницӑна уҫнӑ.
Пушкӑрт ҫӗрӗ ҫинчен килнӗ хӑнасем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлахӗпе Г.И.Егоровӑпа музей залӗсенче пулнӑ, ӗлӗкхи чӑвашсен культурипе, йӑлипе, Шупашкар районӗн историйӗпе, пирӗн эрӑчченхи II пинмӗш ӗмӗрти хресчен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗпе паллашнӑ. «Чӑваш картишӗнче» хӑнасене Сандра Пиклӑн скульптура композицийӗ уйрӑмах килӗшнӗ.
«Тӑван халӑх историне упранӑшӑн тав тӑватпӑр» — ҫапла ҫырнӑ хӑнасем музей кӗнекинче. Шупашкар районӗпе Пушкӑртстанри Аургазинск районӗ социаллӑ экономикӑпа культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=93&type=main&id=2805177|**Сӑнсем**__ (11)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |