__Атӑлҫи Пӑлхарӑн__ тӗп хулине, __Пӑлхара__, ЮНЕСКО Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе шутлама тытӑннӑ. Ҫапла йышӑнӑва Пӗтӗм тӗнчери организацин профиль комитечӗн ҫӗртмен 23-мӗшӗнче иртнӗ 38-мӗш сессийӗнче тунӑ.
Тутарстан Пӑлхарӑн «тӗлӗнмелле хаклӑхне» йышӑнтарма ҫулталӑк каялла пултарнине пирӗн вулакансем те, тен, пӗлеҫҫӗ пулӗ. Никама пӑхӑнман экспертсене хулара ҫӗнӗ паллӑсем лартни тивӗҫтермен иккен. Ҫак шута Пӑлхарта ислам йышӑннине палӑртса асӑну палли, Шурӑ мечет туса лартнине кӗртмелле.
Пӑлхара Пӗтӗм тӗнчери организацисен эксперчӗсем темиҫе те килcе кайнӑ. Вӗсем музей-заповедникӑн территорине пӑхса ҫаврӑннӑ, археологи япалисен хучӗсене тӗпченӗ.
Пӑлхарӑн историпе археологи комплексӗ Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхе кӗртнӗ 1002-мӗш объект шутланать. Раҫҫейре ун пеккисем ҫапла вара 26-а ҫитнӗ. Ку вӑл Пӑлхар тӗнче культуринче пысӑк вырӑн йышӑннине пӗлтерет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |