И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе географи факультетӗнче иртнӗ эрнекун чӑвашла ҫырнӑ диплом хӳтӗлевӗ иртнӗ. Чӑвашра пурӑнатпӑр пулин те ку хыпара хӑшӗсем темӗнле пысӑк ӗҫ тунӑн йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Ара, унччен апла туман та, тӗлӗнтермӗш евӗрех туйӑнать пуль ҫав… Вырӑс, чӑваш чӗлхисен тата журналистикӑн факультечӗсенече чӑвашла ҫыраҫҫӗ-ха. Анчах историпе географи факультетӗнче халиччен ун пекки пулман.
Диплома чӑвашла ҫыраканӗ — Дмитрий Степанов ятлӑ студент. Диплома вӑл «Чӑваш наци конгресӗ: кун-ҫулӗ, паянхи лару-тӑрӑвӗ тата пуласлӑхӗ» темӑпа ҫырнӑ.
Студент диплома чӑвашла ҫырнӑ чух хӑш-пӗр йывӑрлӑхпа тӗл пулнине пытарман. «Хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхин ӑслӑлӑх чӗлхи пттех аталанман, — тенӗ вӑл. — Хам пӗлекен ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курма тиврӗ. Сӑмахран, пайташ (член), элчӗ (представитель), элтеш (гражданин)».
Диплома пиллӗклӗх хӳтӗлеме пултарнӑшӑн вӑл питӗ савӑннӑ. Май пулсан Степанов хӑйӗн темипе кӗнеке те кӑларасшӑн.
Диплом ҫырнӑ чух каччӑ чӑваш наци юхӑмӗнче паллӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсенчен интервью илнӗ. Ҫавсен шутӗнче __Чӑваш наци конгресӗн__ пӗрремӗш президенчӗ __Атнер Хусанкай__, Чӑваш наци аталанӑвӗн партийӗн ертӳҫи пулнӑ Николай Лукианов, __Виталий Станьял__ филолог тата ыттисем асӑнма юрать. Атнер Хусанкай диплом ӗҫне рецензи ҫырса хак панӑ. Ӗҫе хӳтӗленӗ ҫӗре Чӑваш Енри пӗртен-пӗр культурологи докторӗ Владимир Васильев тухса калаҫнӑ. Вӑл чӑвашла диплом ҫырни историпе георграфипе факультетӗнче пӗрремӗш хут тӗл пулнине, ырӑ йӑла иксӗлмессе шаннине палӑртса хӑварнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |