Ӗнер __Ҫӗрпӳ__ хулинче 240 вырӑнлӑх ача-пӑча пахчи уҫӑлнӑ. Ӑна хальхи пурнӑҫ ыйтнӑ евӗр ҫӗнӗ майсене тӗпе хурса туса лартнӑ. «Хӗвеллӗ хула» ят панӑскер ҫиччӗмӗш номерлӗ шутланать. Ку ача-пӑча пахчи — юлашки икӗ ҫулта уҫнӑ ҫавӑн йышши иккӗмӗш учреждени.
Шкул ҫулне ҫитменнисен черетлӗ учрежденине уҫнӑ май ҫӗрпӳсем 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫулчченхи ачасен ача-пӑча пахчине ҫӳремелли черетне татнине пӗлтернӗ. Шӑпӑрлансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов сывлӑхлӑ, ҫирӗп тата ӑслӑ ӳсме суннӑ.
Шкул ҫулне ҫитменнисене учрежденине уҫма яланхиллех тӗрлӗ шайри тӳре-шара пырса ҫитнӗ. Ҫав шутра — Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ тата министрсем пулнӑ. Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова та пулнӑ.
Савӑнӑҫлӑ пулӑм ячӗпе ҫӗрпӳсем 150-шер метр тӑршшӗ ялавсем — Раҫҫейӗнне тата Чӑваш Енӗннне — тутарттарнӑ. Ялавсене ачасем ача-пӑча пахчи патне пыракан ҫулӑн ик енӗпе тӑрса тытса тухнӑ.
__http://gov.cap.ru/photo.aspx?gov_id=74&id=59913|**Cӑнсем**__ (89)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |