Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Мускавра чӑвашсен Акатуйӗ пулать. Унӑн йӗркелӳҫисем __Вӑрнар районне__ __Акатуя__ чӗнсе ҫыру янӑ, Мускава Вӑрнар районӗнчи ветерансен халӑх хорне яма сӗннӗ.
Паллах, хор ҫакна хапӑлласах йышӑннӑ, Мускава ҫула тухнӑ. Ветерансен хорӗ республика тулашне унччен те тухса ҫӳренӗ. Пӗлтӗрхи раштавра вӗсем Смоленск хулинче иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫей канашлуне хутшӑннӑ.
Ветерансен халӑх хорӗ 1993 ҫулта йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш ертӳҫи — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юдин. Вӑл __Красноармейски районӗнчи__ __Кушкӑ__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл районти культура ҫуртӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Халӗ хора Елена Матвеева ертсе пырать. Музыка ертӳҫисем — Василий Семенов тата Валерий Кудрявцев.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |