Республика кунӗнче __Комсомольски районӗнчи__ __Киров__ поселокӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе 2015 ҫул тӗлне республикӑра 100 ФАП уҫма палӑртнӑ. Хальлӗхе 20-шӗ ӗҫлеҫҫӗ. Кун валли республика хыснинчен 41,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Киров поселокӗнчи ФАПра медицина пулӑшӑвӗ памашкӑн йӑлтах пур. Ирина Корнилова фельдшер хӑнасене хӑтлӑ пӳлӗмсемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ФАП 300 ҫынна медицина пулӑшӑвӗ парӗ. Унта кӳршӗ ялтан, __Ҫӗнӗ Александровкӑран__, та ҫӳрӗҫ.
Кӗҫех Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ФАПсем туса пӗтермелле. Тепӗр 15 ФАПа кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |