Ӗнер Чӑваш Ени Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ Александр Проханов публицистпа, ҫыравҫӑпа тата общество ӗҫченӗпе тӗл пулнӑ. Ҫӗршыв шайӗнчи ятлӑ ҫынпа курнӑҫма ытти тӳре-шарана та йыхравланӑ. Тӗл пулӑва Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Александр Иванов, культура министрӗ Вадим Ефимов хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне политиксем те — «Родина» Пӗтӗм Раҫҫейри партин Политика канашӗн Президиумӗн Бюровӗн пайташӗ Алексей Рылевв, асӑннӑ партин регионти уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Михайлов — пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи Проханова Чӑваш Ен нумай нациллӗ регион пулнине пӗлтернӗ май патшалӑх шайӗнче хӑй вӑл халӑхсен лӑпкӑлӑхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Проханов вара __Шупашкара__ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче эвакуаципе килни пирки асаилӗве упраса хӑварнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑй ертсе пыракан Изборск клубӗн республикӑри уйрӑмне йӗркелеме сӗннӗ.
Изборск клубӗ пирки каласан, ӑна 2012 ҫулта Изборск хула уявне палӑртнӑ чух йӗркеленӗ. Унӑн пайташӗсем — вӑтӑра яхӑн ҫын. Ҫавсен йышӗнче — Максим Шевченко. Михаил Леонтьев журналистсем, Нобель лауреачӗ Жорес Алферов, Тихон (Шевкунов) архимандрит. Клуб тӗллевӗ пирки «Википеди» интернет-энциклопеди Раҫҫейӗн тулаш тата шалти политикине тӗпчесси тесе пӗлтерет.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=main&id=2808074|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |