Паян Чӑваш Республикинчи паллӑ спортсмен, хӑвӑрт утассипе тупӑшнӑ пӗрремӗш чӑваш, Олимп вӑййисене хутшӑннӑ маттур, СССР тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ тренерӗ Виктор Семенов 65 ҫул тултарать.
Виктор Семенов __Элӗк районӗнчи__ __Аслӑ Вылӑра__ ҫуралнӑ. Спорт енне вӑл аслӑ пиччӗшӗ Василий Семенов илӗртнипе туртӑнма тытӑннӑ. Асли, сӑмах май, иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утассипе пӗрремӗш секци уҫнӑ. «Спортсмен пулмасан май та килмен. Икӗ пиччем те тренерсем-ҫке», — тенӗ Виктор Семенов каярах.
Пиччӗшӗсем ертсе-вӗрентсе пынипе Виктор СССР чемпионӗ ята виҫӗ хутчен тивӗҫет. РСФСР шайӗнчи ӑмӑртусене асӑнмӑпӑр та. 1976 ҫулта чӑвашсенчен пуҫласа хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййине хутшӑнать. Унта вӑл финиша 15-мӗш ҫитет.
Пӗлӗвӗпе, сӑмах май каласан, Виктор Семенов Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Спорт карьерине вӗҫленӗ хыҫҫӑн пиччӗшӗсен ҫулне суйласа тренер пулса тӑнӑ. Виктор Семенович ренер евӗр ертсе пынипе ӗнтӗ Елена Николаева 1992 ҫулта Олимп вӑййинче кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.
Паян Виктор Семенов – шалти ӗҫсен службин отставкӑри полковникӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |