Кӑҫалхипе 25-мӗш хут иртекен Чунҫӳрев валли Твиттерта ятарлӑ тӗвӗт ҫӑмхине уҫнӑ — вӑл __http://twitter.com/cunsurev|**twitter.com/ cunsurev**__ адреспа вырнаҫнӑ. Унта эсир Чунҫӳрев епле иртнипе паллашма пултарайратӑр.
Кӑҫалхи чунҫӳрев маршручӗ: Вӑта Сӑвар (Шупашкар, 05:30 Ленин плӑкӗ умӗнче пуҫтарӑнаҫҫӗ) — Хусан (иртсе каяҫҫӗ кӑна) — Чӑваш Хурамалӗ (Пушкӑртстан, кунта концерт лартмалла) — Чӑваш сӑрчӗ (Чувашская гора, Тобольск, юпа лартаҫҫӗ) — Ело (Туҫи Алтай, Эл Ойын) — Сростки (паллӑ совет ҫыравҫи Василий Макарович Шукшин ҫуралнӑ ял) — Слакпуҫ (Пушкӑртстан) — Силпи (Пушкӑртстан, «Нарспи» поэма вырӑнӗ) — Патраклӑ (Тутарстан, концерт лартаҫҫӗ) — Пӳлер — Сӑвар — Пӑлхар — Вӑта Сӑвар (Шупашкар).
Чунҫӳрев ыран 05:00-06:00 сехетре тапранать те утӑ уйӑхӗн 9–10-мӗшӗнче таврӑнать.
//сӑмах май: сайтри модераци (т-х: шухӑшсем) Чунҫӳреврен таврансан кӑна ӗҫлесе кайӗ
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |