Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ушкӑнӗ Шупашкар хулинче иртнӗ Республика кунне уявлама хутшӑннӑ. Фольклор ушкӑнӗ авалхи ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине:ака туни, тырра вырса ҫапни, сӑвӑрни, ал арманӗпе кӗрпе туни - кӑтартнӑ.
Борис Сюзюкин ҫӑпата тӑвас ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Уявра чеменсен пултарулӑх ушкӑнӗ куракансене хӑйсен пултарулӑхӗсепе савӑнтарнӑ.
Тӗрлӗ облаҫсенчен килнӗ хӑнасем авалхи пир кӗпе тӑхӑннӑ, хушпу сырӑннӑ, ҫӑпата тӑхӑннӑ хӗрарӑмсене курса тӗлӗннӗ тесе хыпарлать асӑннӑ ял тӑрӑхӗ.
Куракансем хӗрарӑмсен ушкӑнӗ шӑрантарнӑ чӑваш халӑх юрри-такмакӗсене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса пӗрле савӑннӑ, «Кӑвакал чӑмать-и?», «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» чӑваш халӑх вӑййисене кӑтартнӑ, вӑйӑ картине тӑнӑ.
Аслачеменсен хальхи чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачисем те уява хайне кура илем кӳнӗ. Инди халӑх ҫыннисем, Тверь облаҫӗнчен, Тутар республикинчен, Раҫҫейӗн ытти тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ хӑнасем аслӑчеменсене мухтанӑ, татах та ҫӑкӑн евӗрлӗ уявсене хутшӑнса ҫынсене савантарса ҫуреме анӑҫу та сывлӑх суннӑ. Аслӑчеменсем вара вӗсене хуҫалӑхра авалхи йӑлапа хатӗрленӗ чӑваш сӑрипе хӑналанӑ http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=58&type=news&id=2806371|**Сӑнсем**__ (47)__|**Сӑнсем**__ ().
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |