Ӗнер Йӗпреҫ районӗнчи кану базинче «Фермер кунӗ–2014» республика шайӗнчи уяв иртнӗ. Мероприятие фермерсен тата ял хуҫалӑх кооперативӗсен ассоциацийӗн ертӳҫи Ильдар Чемеров ертсе уҫнӑ, вӑлах пынӑ.
Фермерсем патшалӑх енчен хӑйсене епле пулӑшу лекнине сӳтсе явнӑ. Асӑннӑ района илсен, юлашки виҫӗ ҫулта унти 7 фермера вӑл грант евӗр лекнӗ. Республикӑра туса илекен ӳсен-тӑран апат-ҫимӗҫӗнчен 27 проценчӗ – фермерсен тӳпи-мӗн.
Фермер кунне банкирсемпе ял хуҫалӑх техникине тата ыттине сутакан предприятире тӑрӑшакансем те хутшӑннӑ. Вӗсем кашниех хӑйсен продукцине ырланӑ-мухтанӑ: кам кивҫен укҫа, кам тавар сӗннӗ.
Фермерсем агротуризм аталантарасси пирки те калаҫнӑ, пахча ҫимӗҫпа улма-ҫырла туса илнин усси пур текенсем те тупӑннӑ. Елчӗк районӗнчи Федор Шадриков фермер, ав, Финляндие кайса унти ӗҫтешӗсен пурнӑҫӗпе паллашни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унта агротуризмӑн ҫемье центрӗсене йӗркелеҫҫӗ иккен.__Йӗпреҫре фермерсем Финляндинчи агротуризм пирки калаҫнӑ |**Сӑнсем**__ (24)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |