__Етӗрне районӗнчи__ «Сӑр шуҫӑмӗ» кану базинче ӗнер чӑваш чӗлхине вӗренмелли «Хавал» ҫуллахи уйлӑх уҫӑлнӑ. Кӑҫалхипе ун пек мероприятие пиллӗкмӗш ул йӗркелеҫҫӗ.
Уйлӑхра чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелеҫҫӗ, тӗрлӗ темӑпа лекцисемпе семинарсем вулаҫҫӗ. Вырсарни кун унта тутар историкӗ Айрат Тухватуллин тухса калаҫнӑ. Вӑл тутарсемпе чӑвашсен пӗр пеклӗхӗпе расналхӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑха ҫавӑн пекех чӑваш филологӗсем __Атнер Хусанкай__ тата Николай Егоров, Исофи Дмитриев-Трер театр режиссерӗ, Владислав Николаев журналист, Александр Капитонов усламҫӑ, Чӑваш наци музейӗн ӗҫченӗ Надежда Сельверстрова тата ыттисем пымалла.
«Хавала» ҫитме палӑртнӑ ҫынсен хушшинче Чӑваш Енри чӑваш чӗлхи тӑрӑмне темиҫе ҫул хушши тӗпчекен Каталони социолингвисчӗ Эктор Алос-и-Фонт, Окситани юрӑҫи Жан-Марк Леклер, украин лингвисчӗ Артем Федоринчик тата Иран хӑнисем пур иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |