Иртнӗ канмалли кун Улатӑрта «Пурнӑҫ ячӗпе» культурӑпа ыр кӑмӑллӑх фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Литература» номинаципе йӗркеленӗ. Фестивале сӑвӑ ҫыракан сусӑрсене пултарулӑхне сарас тата вӗсене пӗр-пӗринпе хутшӑнтарас тӗллевпе ирттерни пирки хыпарлать Улатӑр хула администрацийӗ.
Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ вырӑнне хурса «Ал парар, юлташсем» ҫавра сӗтеле хакланӑ. Ӑна хулари тӗп вулавӑшра пухнӑ. Унта тӳре-шара таранах хутшӑннӑ. Фестивале «Литература» номинаципе хутшӑнакансене те унтах чысланӑ. Хула администарцийӗн дипломӗпе Чулхула облаҫӗнчи Чкаловск хулинчи Татьяна Стафеевана тата Куславккари Александра Аникинана хавхалантарнӑ. Хусанти литература пӗрлешӗвӗн ертӳҫине Наиля Ахунована тав хучӗпе палӑртнӑ.
Фестивальте «Пурнӑҫ ячӗпе» фестивальте ҫӗнтернӗ Андрей Малов, Татьяна Стафеева тата Александра Аникина хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. __http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2812604|**Сӑнсем**__ (25)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |