Ачасен «Вӑрман юмахӗ» санаторийӗнче тулай чӑваш ачисен "Эткер" уйлӑхӗ уҫӑлнине эпир пӗлтернӗччӗ.
"Унта Пушкӑртстан, Тутарстан республикисенчен, Ӑренпур, Чӗмпӗр, Самара, Саратов, Пенза, Тюмень облаҫӗсенчен, Мускав хулинчен, Белорусь ҫӗршывӗнчен килсе ҫитнӗ маттур шкул ачисем тата Чӑваш Республикин тӗрлӗ конкурс, фестиваль ҫӗнтерӳҫисем санаторинче тулли кӑмӑлпа канаҫҫӗ", - тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви.
Нуаях пулмасть ачасем Шупашкарта хӑнара пулнӑ. Вӗсем Чӑваш Енӗн тӗп хулин урамӗсемпе утса киленнӗ, Наци музейӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пулнӑ. Шупашкар Арбатӗнче вырнаҫнӑ ӗмӗтсене пурнӑҫлакан чул ҫине алӑ хурса, куҫ хупса малашлӑх пирки ӗмӗтленнӗ. Атӑл тӑрӑх теплоходпа ярӑнни те ачасен асӗнче чылайлӑха юлӗ.
Ачасем валли ытти кӑсӑк программа хатӗрленӗ. Уйлӑхрием поэтсемпе тата писательсемпе, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсемпе, халӑхӑмӑрӑн ал ӑстисемпе, паллӑ спортсменсемпе тата республикӑмӑрӑн ытти паллӑ ҫыннипе тӗл пулнӑ, экскурсисене ҫӳренӗ.__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=13&type=news&id=2808141|**Сӑнсем**__ (12)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |