Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Культура эткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене) упраса хӑварассипе республикӑра епле ӗҫсем ирттернине чӑваш парламенчӗ тишкернине __/news/6041.html|эпир пӗлтернӗччӗ__.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗ тесе хаклакан 702 ӗскере шута илнӗ. Ҫав шутран 440-шӗ — республика пӗлтерӗшлӗ, 221-шӗ — федераци шайӗнче. 702 объектран 56-шӗ федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать, 36-шӗ — республикӑн, 80-шӗ — муниципалитетсен. Пысӑк пайӗ, 217-шӗ, — уйрӑм ҫын е пӗр-пӗр предприяти харпӑрлӑхӗнче. Кунсӑр пуҫне хуҫасӑрррисем те пур.

Кӑҫал вунӑ ытла палӑка юсамалла. Ун валли федераци тата республика хыснисенчен 71 миллион тенкӗ уйӑрмалла.

Ытларикунпа юнкун республикӑн культура министрӗ __Вадим Ефимов__ культура эткерлӗхӗ шутланакан __Етӗрнери__ ҫуртсене ҫитнӗ. Авалхи ҫав хулара кӑна, ав, 59 обьект вырнаҫнӑ. Унти тӗп вулавӑш хӑй вӑхӑтӗнчи Земство пухӑвӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1879 ҫултах тунӑ. Етӗрнери ӳнерпе таврапӗлӳ музейӗ 1911 ҫулта туса лартнӑ куҫ пульницин ҫуртӗнче тӗпленнӗ. Пӗлтӗр музея юсама республика хыснинчен ҫур миллион тенкӗ уйӑрнӑ, районтан — 100 пин. Ҫапах та ку укҫа ҫителӗксӗррине кура республикӑпа районтан 390 пин уйӑрма палӑртнӑ. XIX ӗмӗрти хресчен хуҫалӑхӗн __Тури Ачакри__ музейӗ те юсавҫӑсене кӗтет. 1984 ҫулта ӑна РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Аркадий Айдакӑн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ. 1651 ҫулта хӑпартнӑ Ведени соборне вара юсама тытӑннӑ-ха. Ӑна йӗркене кӗртме федераци хыснинчен 30 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш Енри пӗртен-пӗр тӗн училищи вырнаҫнӑ 1928 ҫулта туса лартнӑ хресчен ҫурчӗн никӗсӗ анса пынипе ҫурт стенисем ҫуркаланма тытӑннӑ. Ӑна юсама федераци хыснинчен уйӑрнӑ 10 миллион тенке шӑпах вырӑнлӑ пулса тухнӑ.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=12&type=news&id=2814913|**Сӑнсем**__ (10)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть