Ял пурӑнсан пурнӑҫ тӑсӑлать тесе шухӑшлаҫҫӗ __Куславкка районӗнчи__ куснарсем. Ахтивар кати патӗнчи лапама нумаях пулмасть вӗсем уява пухӑннӑ.
Куснара 17-мӗш ӗмӗрте пуҫарса янӑ. Патшалӑх хресченӗсем шутланакан чӑвашсем унта ҫӗр ҫинче ӗҫлесе, выльӑх-чӗрлӗ ӗрчетсе тата тӗрлӗ промыслапа аппаланса пурӑннӑ: калпакпа карттус ӑсталанӑ, япала ҫӗленӗ, катка-пичке, шӑвӑҫ хатӗр ӑсталанӑ. 1861 ҫулта унта тӗн училищи уҫнӑ, 20-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче — ҫил арманӗ, 1930 ҫулта — пахча-ҫимӗҫ ваклакан савут, иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсен ҫурринче — шыв арманӗ. Халӗ те __Куснар__ ялӗ аталанать. Ҫавӑн ятлӑ агрофирма тата вырӑнти фермерсем ҫӗр ӗҫӗпе аппаланса пурӑнаҫҫӗ.
Куснар ялӗ, район администрацийӗн информаци ресурсӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ П. Кириллов каланӑ тӑрӑх, Куснар ҫапах та ир пулакан хӑярпа мар, хӑйӗн пултаруллӑ ҫыннисемпе пуян. Чӑвашсен паллӑ ача-пӑча ҫыравҫи __Трубина Мархви__ те ҫав ялтанах. Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ __Ольга Ырсем__ те Куснарта ҫут тӗнчене килнӗ. __Иван Вашки__ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург, куҫаруҫӑ та унтанах.
Кирек епле ял уявӗнчи пекех куснарсем спорт ӑмӑртӑвӗсенче те тупӑшнӑ, концерт пӑхса та савӑннӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=65&type=main&id=2814021|**Сӑнсем**__ (21)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |