Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер утӑн 9-мӗшӗнче Чунҫӳрев–2014 8 200 ытла ҫухрӑм ҫаврӑнса ҫӳресе __Шупашкара__ таврӑнчӗ. 25-мӗш хут йӗркеленнӗ ҫак ҫулҫӳрев иртнӗ уйӑхӑн 29-мӗш кунӗнче тапраннӑччӗ.

Чунҫӳрев кӑҫал Пушкӑрт республикинчи Сӑлакпуҫа кӗрсе концерт лартрӗ, унтан __Чӑваш сӑрчӗ__ патнелле ҫул тытрӗ. Кунта ҫитсен икӗ пӑшӑрхануллӑ хыпар кӗтсе илчӗ — пӗрре сӑрт ҫамкине пӑсса 7 метр ҫӳллӗш саспаллисем ҫырнӑ иккен, тепре — археологи палӑкӗсене ҫӗмӗрсе темле труба бетонласа лартнӑ. Кунта юпа лартсан та ӑна никам та сыхламӗ тесе вара Абалак текен кану базине лартма йышӑнчӗҫ. Сӑмах май, Ермак пырса кӗнӗ вӑхӑтра Абалакра та чӑваш ялӗ пулнӑ. Халӗ вара кунта паллӑ мӑнастир вырнаҫнӑ тата ӗлӗкхилле йӗркеленӗ кану бази. Юпана така пуссах, кунта пуҫ хунӑ мӑн асаттесене асӑнсах лартрӗҫ.

Унтан чунҫӳревҫӗсем Алтай республикинче иртекен Эл ойын уява ҫул тытрӗҫ. Ҫул хӗрринчех Василий Шукшинӑн ялӗ вырнаҫнӑран унта та кӗрсе тухрӗҫ. Пирӗн тӗпчевҫӗсем ӑна чӑваш юнӗллӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вырӑнтисем вӑл мӑкшӑ халӑхӗнчен теҫҫӗ. «Эл ойын» уявӗнче чунҫӳревҫӗсем концерт программине хутшӑнчӗҫ, икӗ ҫул маларах лартнӑ юпа патӗнче чӑвашла ятсем йышӑнчӗҫ.

Каялла таврӑннӑ май Пушкӑртстанри Чӑваш Хурамалне кӗрсе концерт лартрӗҫ. Хапӑлласа кӗтсе илнӗ ял халӑхне 3 сехет тӑршшӗ концерт лартса пачӗҫ.

Ҫулҫӳреве вӗҫлекен чарӑнусем Тутарстанри __Пӳлерте__ тата __Пӑлхарта__ пулчӗҫ. Пӳлерте Валем Хуҫа ҫӑлкуҫӗнчи сивӗ шывпа сапӑнчӗҫ, Пӑлхарта — ҫулсерен улшӑнса пыракан музей комплексӗпе паллашрӗҫ.

**Сӑнсем**: __https://yadi.sk/d/BZyLoo_zWLTwN|1-мӗш пай__ (1 135 сӑн), __https://yadi.sk/d/Ft36ckcyWLCkg|2-мӗш пай__ (510 сӑн, Эл Ойын). Ҫавӑн пекех «Пӗркласрисем» халӑх тетелӗнчи __http://odnoklassniki.ru/group/54698089054259/album/57056854605875|Чунҫӳрев ушкӑнӗнче__ (854) паллашма май пур.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ