__Вӑрмар районӗнчи__ __Кӗҫӗн Шӑхаль__ утӑн 8-мӗшӗнче ял уявне паллӑ тунӑ. Чи малтанах __Кӗҫӗн Шӑхаль ял тӑрӑхӗн__ пуҫлӑхӗ Анатолий Артемьевич Семенов тухса калаҫнӑ, ентешӗсене ял уявӗпе, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламланӑ.
Кӗҫӗн Шӑхаль уявне Вӑрмар район администрацийӗн финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Альбина Енькова та ҫитнӗ. Кӗҫӗн Шӑхаль ял тӑрӑхӗн администрацийӗ ялти чи ҫамрӑк тата чи ватӑ ҫынна — Андрей Прокопьевпа Лидия Павловна Павловӑна (85 ҫулта) парнепе чысланӑ.
Уява пухӑннӑ халӑха __Куславкка районӗнчи__ «Сударушка» ансамбль юрӑ-ташӑпа саламланӑ. Чи вӑйлисем, хастаррисем спорт ӑмӑртӑвӗсенче вӑй виҫнӗ. Пурне те парнесемпе чысланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |