__Шупашкарта__ ӗнер тата тепӗр сывлӑх проекчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Унччен сывлӑх территорийӗсем тесе йышӑннӑ Лакрей вӑрманӗпе А.Г. Николаев космонавт ячӗллӗ парксем ҫумне халӗ «Шупашкара — 500 ҫул» парк хутшӑннӑ. Унта «Сывлӑх ташши» проект пурнӑҫланать.
Мероприятие марафон чупӑвӗпе Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Валентина Егорова уҫнӑ. «Сывлӑх ташшине» чи малтан хутшӑннисем — «Шупашкарти ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗ» хысна учрежденине ҫӳрекенсемпе сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем. __Шупашкарти__ __Мускав районӗнчи__ ҫул ҫитменнисен ӗҫӗ енӗпе профилактика учетӗнче тӑракансене те чӑваш ташшин ҫеммипе тӗрлӗ хускану тума йыхравланӑ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑн тӗп хулинчи А.Г. Николаев космонавт паркӗнче «Уҫӑ сывлӑшри йога» тата Лакрей вӑрманӗнче «Уҫӑ сывлӑшри акробатика» проектсем пурнӑҫа кӗнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |