Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑҫалхи Чунҫӳрев Чӑваш сӑрчӗ ҫине ҫул тытни пирки эпир сире пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Чӑвашран тухнӑ халӑха вара унта ҫитичченех япӑх хыпарсемпе савӑнтарчӗҫ. Пӗрре тахӑшӗсем «Милая Яна» ҫырса ҫутҫанталӑк палӑкне пӑснӑ, __/news/6239.html|Чӑваш сӑртне илемсӗрлетнӗ__. Кунта ытти вырӑнсенче тӗл пулман ӳсентӑрансем ӳсеҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа та вӑл патшалӑх хӳтлӗхӗнче шутланать.

Унсӑр пуҫне хӑй сӑрчӗ ҫинче 6 археологи палӑкӗ те пур: авалхи хулан урӗсем, Улӑп тӑприсем. Чунҫӳревҫӗсем ҫитес умӗн 3 кун маларах паллӑ мар ҫынсем ҫак вырӑна кӗрсе урсене ҫӗмӗрнӗ, Улӑп тӑприне трактор таврашӗпе тӗксе тикӗслетнӗ хыҫҫӑн темӗнле труба вырнаҫтарнӑ. Бетонланӑ вырӑнта пирус вӗҫӗсене тата эрех кӗленчин пӑккине сӑнама май пурччӗ.

Чунҫӳревҫӗсем килсе кайнӑ чухне ҫав трубана мӗн валли лартни паллӑ марччӗ, анчах та Тӗменри «Вслух.ру» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра унта тем пысӑкӑш поклоннӑй хӗрес вырнаҫтарнӑ имӗш.

Ку вырӑна никам та сыхламаннине пулах чунҫӳревҫӗсем хӑйсен юпине Абалак (чӑв. ~~Упалӑх~~) кану базинче вырнаҫтарчӗҫ.

Чӑваш сӑрчӗнче (вӑл Тобольск ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) Ермакпа Кучум хан хушшинчи ҫапӑҫу иртнӗ. Чӑвашсем икӗ енчен те пулнӑ теҫҫӗ. Кучумпа Хусан ханлӑхӗнчен илсе кайнисем тӑнӑ, Ермакпа — вӑл хӑйӗнпе илсе килнисем. __В.Д. Дмитриев__ историк ҫырнӑ тӑрӑх таврара чӑваш ялӗсем сахал мар пулнӑ. Вал шутра Упалӑх та. Ку ҫапӑҫу хыҫҫӑн Раҫҫей Ҫӗпӗре хӑй аллине илме пуҫланӑ. Кучум ханӗн ҫыннисем вара ҫурҫӗрелле кайнӑ пулать, Мангазея (чӑв. ~~Мӑнкас~~) хулаша никӗсленӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть