__Шӑмӑршӑ районӗнчи__ __Пуянкасси__ ял тӑрӑхӗнчи тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫынсемпе хастарсем Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Ӑсталӑх класӗ» мероприяти йӗркеленӗ. Пуҫаруҫисем — ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, Ветерансен канашӗн председателӗ Л.П.Антонова, Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ В.И.Борисова. «Ӑсталӑх класӗнче» картише хӑтлӑх кӗртесси, чечек, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстересси енӗпе опытпа ылмашӑннӑ.
13 ҫынран тӑракан комисси В.Кудрявцева, А.Егорова, М.Матвеева кил хуҫалӑхӗсене ҫитсе курнӑ. Кашни килтех хӑтлӑхпа тирпейлӗх хуҫаланнӑ. Клумбӑсем, чуччу, вылямалли бассейн, ҫырла тӗммисем… Асӑннӑ кашни хуҫалӑхра канмалли вырӑн йӗркеленӗ.
Парниксенче помидор, хӑяр, пӑрӑҫ пулса ҫитнӗ. Чей ӗҫнӗ май кил хуҫи хӗрарӑмӗсем пыл хурчӗсене, ӳсентӑрана, чечеке мӗнле пӑхмалли пирки калаҫнӑ. Н.Матвееван пахчинче «Пашка» тимӗр шапа пурӑнать.
«Ӑсталӑх класӗнче» кашниех хӑйӗн валли ҫӗнӗлӗх тупнӑ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни усӑлӑх кӳнӗ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&type=news&id=2815114|**Сӑнсем**__ (15)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |