Ӗнер __Сӗнтӗрвӑрринче__ чӑннипех те хӗрӳ кун пулнӑ. Ҫук, шӑрӑх ҫанталӑка пула мар. Хула пристаньне каллех «Георгий Жуков» теплоход чарӑннӑ. Пӗтӗмпе 180 ҫулҫӳревҫӗ Сӗрнтӗрвӑрри ҫӗрӗ ҫине аннӑ.
Хӑнасемпе экскурси ирттернӗ. Хусан Турӑ Амӑшӗн чиркӗвне, Ю.А.Зайцев ячӗллӗ ӳнер галерейине, Иван Филиппович Соснин купса ҫуртне ҫитсе курнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ: Чулхуларан, Кировран, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти хуласенчен.
«Экскурсишӗн тав тӑватпӑр. Вӑл __Атӑл__ хӗрринчи ытти хулара ирттернӗ экскурси пек мар. Купсасен ӗлӗкхи ҫурчӗсем, хӑйне евӗр йӑла-йӗркеллӗ хула пирки каласа кӑтртни хӗпӗртеттерет, кунта тепре килес шухӑш та ҫуралать», — ҫапла ҫырса хӑварнӑ «Георгий Жуков» теплохопа килнӗ туристсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |